Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклист инкеке лекнӗ. Вӑл «Молодежный–Патӑрьел–Шӑнар» автоҫулпа пынӑ.
«Авантис» спорт мотоциклӗпе ҫула тухнӑ 26 ҫулти каччӑ хирӗҫ килекен ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ, унтан ҫул айккине чӑмнӑ. Ҫанталӑк йӗпе-сапа тӑни те витӗм кӳнӗ-тӗр. Ҫул ҫинчи инкеке пула ҫамрӑк ҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. Вӑл хӑй Красноармейски районӗнчен пулнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвӑртлӑха пӑхӑнманшӑн пӗлтӗр каччӑна административлӑ майпа 6 хутчен явап тыттарнӑ.
Паян ирхине 7 сехетре Красноармейски районӗнчи Карайра шыв башни йӑтӑнса аннӑ. Тӳрех каламалла: ӑна пӗлтӗр ҫеҫ республика хыснинчи укҫапа лартнӑ.
ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, подряд организацийӗ башньӑна лайӑх ҫирӗплетмен, япӑх ҫанталӑкра ӗҫленӗ. Подрядчик ҫӗнӗ башня туяннӑ вӑхӑтра ял ҫыннисем шывсӑр ан ларччӑр тесе вӑхӑтлӑха киввине вырнаҫтарӗҫ. Подрядчик ҫӗнӗ башня саккас панӑ ӗнтӗ, ӑна гаранти срокӗпе тӳлевсӗрех лартса парӗҫ.
Палӑртмалла: кӑҫал республикӑра 99 башньӑна юсама укҫа уйӑрӗҫ.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,4 млн тенкӗ тӑракан машина туянма хатӗрри пирки, ҫавна май аукцион иртесси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне хыпарланине аса илес тӗк, администраци ҫырнӑ условисем Toyota RAV4 машина пекрех пулнӑ.
Виҫӗ кунранах, ӗнер, аукциона пӑрахӑҫланӑ. Ахӑртнех, ку хыпар массӑллӑ информаци хатӗрӗсене ҫитнипе те ҫыхӑннӑ.
Машинӑна вырӑнти «Финанс тата хуҫалӑх енӗпе тивӗҫтерекен центр» хысна учрежденийӗ туянасшӑн пулнӑ имӗш. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт район администрацине мар, ҫак центра кирлӗ. Администраци пуҫлӑхӗ кун пирки пӗлсен ку йӗркесӗрлӗхе пӑрахӑҫлама хушнӑ-мӗн.
Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,2 миллион тенкӗ тӑракан машина туянасшӑн. Ҫавна май аукцион иртет.
Аукцион документацийӗнче мӗнле модель кирлине палӑртман. Анчах мӗнлерххи кирли пирки ҫырса кӑтартни Toyota RAV4 машина евӗртерх. Машинӑна администраци вырӑнти хысна укҫипе туянасшӑн.
Аукцион ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртет. Килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн машинӑна 10 кунра Красноармейскине илсе ҫитермелле.
Палӑртмалла: 2018 ҫулта район администрацийӗ 1,4 миллион тенкӗ тӑракан KIA Sportage туяннӑ.
Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсенчи депутатсем хӑйне евӗрлӗ сӗнӳпе тухнӑ. Вӗсем муниципалитет пӗрлешӗвӗсен вырӑнне муниципалитет округӗсем йӗркелесшӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ял тӑрӑхӗсене пӗрлештересшӗн.
Кун пек ыйтӑва халӑхпа татса памаллине шута илсе халӑх итлевне ирттерӗҫ. Район шайӗнче те, ял тӑрӑхӗсенче те.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑма ҫырнӑ тӑрӑх, кун пек шухӑш патне вырӑнтисем ахальтен пырса тухман. Реформӑна сӗнекеннисем республикӑн Правительство ҫуртӗнче лараҫҫӗ. Унтисем Чулхула облаҫӗн тӗслӗхне тӗпе хурасшӑн курӑнать. Асӑннӑ регионта, ав, 11 районта статуса ылмаштарса муниципалитет округӗсем туса хунӑ.
Муниципалитет округӗ муниципалитет районӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑрӗ? Чӑваш Енри Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев эпир маларах асӑннӑ МИХа пӗлтернӗ тӑрӑх, округсенче консолидациленӗ пӗр бюджет пулӗ. Ял тӑрӑхӗсенче Депутатсен пухӑвӗсене пӗтерӗҫ, анчах администрацисем юлӗҫ. Кашни справка патне ҫынсене округ центрне яраймӑн-ҫке.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти хӗрарӑма пӗчӗк ачине тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн явап тыттарнӑ. Вӑл пепкине хӑварнӑ, хӑй юлташӗсемпе савӑнса ҫӳренӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑм ҫур ҫулти ывӑлне Красноармейски районӗнче пурӑнакан пиччӗшӗ патӗнче хӑварнӑ, хӑй тухса кайнӑ та вӑхӑта тусӗсемпе ирттернӗ.
Ача вара 6 сехет ытла, хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ киле киличчен, пӗччен тӑрса юлнӑ. Кун пирки ҫамрӑк хӗрарӑм питӗ лайах пӗлнӗ. Амӑшӗ ывӑлӗ патне темиҫе кунран ҫеҫ таврӑннӑ.
Судра вӑл айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ. Суд ӑна 300 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Кӑшӑлвируспа хӑш районта ытларах чирлеҫҫӗ? Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ «вирус карттине» тишкерер.
Хӗрлӗ Чутай тата Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле хули – ҫак муниципалитетсенче чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче – 287, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 345, Ҫӗмӗрлере 681 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ.
Паллах, ытларах ку енӗпе Шупашкар «палӑрнӑ». Унта 10904 ҫын чирленӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (1632 ҫын). Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗ (1100), Ҫӗмӗрле (681), Улатӑр (672) пыраҫҫӗ.
Чи сахал ҫын чирленисен йышне ҫаксем кӗнӗ: Йӗпреҫ районӗ (185), Красноармейски районӗ (178), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (173), Ҫӗмӗрле районӗ (137).
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «…Ялавсемпе гербсемсӗр пуҫне» курав уҫӑлӗ. Ӑна Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Элли Михайлович – Чӑваш халӑх художникӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗн тата ялавӗн, Шупашкар хулин, Пӑрачкав салин тата Йӗпреҫ поселокӗн гербӗпсемпе ялавӗсен авторӗ. Илеме туйма пӗлекен ӑста Тбилиссири ӳнер академийӗнче груз живопиҫӗн шкулӗн вӑрттӑнлӑхне тӗпе хурса вӗреннӗ. Геральдикӑра тата вексиллографире чӑн-чӑн ӑста пулса тӑнӑ.
Элли Юрьев 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ, 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 80 ҫул тултарчӗ. Ҫавна май Чӑваш Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче юбиляра халалланӑ курав уҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Поэт пултарулӑхне сума сӑвакансем валли тата тепӗр чаплӑ мероприяти иртӗ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче поэтӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Кайса курас кӑмӑллисене пурне те тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗнче ҫуралнӑ. ВЛКСМ Ҫӗрпӳ райкомӗн пай пуҫлӑхӗнче, Ҫӗрпӳ район хаҫатӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ, аслӑ редакторӗ, редакцисен заведующийӗ пулнӑ, 1974 ҫултанпа «Ялав» журналӑн тӗп редакторӗнче тимленӗ.
Красноармейски районӗнче сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс пур-ха, анчах унта бассейн ҫук. Чи ҫывӑххи Ҫӗрпӳ хулинче вырнаҫнӑ. Е Канаш районӗнчи Шӑхасана ҫитмелле. Инҫе ҫав.
Ҫитес вӑхӑтра Трак енче те бассейн пулӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Красноармейски районӗнче пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне бассейн ыйтӑвне тепӗр хутчен ҫӗкленӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче те Элтепер Трак тӑрӑхне кайсан бассейн пуласси пирки сӑмах тапратнӑ.
«Кунта бассейн пулмаллах, манӑн шухӑшпа, ыйту сиксе тухмалла мар. Тумалла», - тенӗ Олег Николаев. Бассейна кӑҫалах тума тытӑнӗҫ. Малтан проектпа смета документацийӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.